Шупашкар районӗнчи Тренкасси поселокӗнче вырнаҫнӑ, ятлӑ-сумлӑ «Чӑваш бройлерӗ» кайӑк-кӗшӗк хапрӑкӗнчи хумхантаракан лару-тӑру пирки Чӑваш халӑх сайчӗ унччен темиҫе те ҫырнӑччӗ.
Аса илтеретпӗр, кайӑк-кӗшӗк хапрӑкӗпе ҫыхӑннӑ ӗҫ-хӗле Чӑваш Енӗн Арбитраж судӗнче пӑхса тухмалла пулнӑччӗ. Суда тавӑҫпа тухаканни — республикӑн Пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен енӗпе ӗҫлекен патшалӑх комитечӗ. Ведомство хапрӑкӑн директорӗ Алексей Подорванов тӗлӗшпе тавӑҫ шӑрҫаланӑччӗ. Суда тухнӑ хутра патшалӑх комитечӗ «Чӑваш бройлерӗ» пуҫлӑхӗнчен 14 миллион тенкӗ шыраса илес кӑмӑллине палӑртнӑччӗ.
Чӑваш Енӗн Арбитраж судӗнче Чӑваш Енӗн Пурлӑх комитечӗ ҫӗнтернӗ. «Чӑваш бройлерӗпе» «Каневӑри ҫӑкӑр продукчӗсен комбиначӗ – инвест» тулли мар яваплӑ общество хушшинчи 14 миллион тенкӗлӗх килӗшӗве суд саккунлӑ мар тесе йышӑннӑ.
Сӑмах май каласан, ку укҫаран 3 миллионӗ хапрӑка тырӑпа таврӑннӑ, 5 миллионне укҫан куҫсарса панӑ, юлнӑ 6 миллионне ҫак уйӑх вӗҫӗччен тавӑрса памалла тунӑ.
Шупашкар районӗнчи тӗп вулавӑш тытӑмӗ кӑҫалхи Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкне халалласа ӗҫ династийӗсем ҫинчен пухнӑ электрон сборника ҫӗнӗрен кун ҫути кӑтартнӑ.
Вӗрентӳре, сывлӑх сыхлавӗнче ӗҫлекенсем унта уйрӑмах пысӑк вырӑн йышӑннине пӗлтереҫҫӗ ӑна хатӗрлекенсем.
Пӗр ӗҫре темиҫӗ ӑру таран ырми-канми тӑрӑшакансемпе паллаштаракансене вулавӑш ӗҫченӗсем малашне те пухассине пӗлтереҫҫӗ. Анчах кун валли ҫынсен пулӑшӑвӗ те кирлӗ. Электрон сборника кӗрейменнисем вӗсем хӑйсене пӗлтерме ыйтаҫҫӗ.
Паянхи куна уйрӑмах паллӑ та вӑрӑм династисенчен Вӑрман-Ҫӗктер ял тӑрӑхӗнчи Ермановсене (ял хуҫалӑхӗнче вӗсем 190 ҫул тӑрӑшнӑ), Апаш тӑрӑхӗнчи 210 ҫуллӑ Смородиновсене, Кӳкеҫ ял тарӑхӗнчи Григорьевсен тухтӑр династине асӑнма пулать.
Кӑҫал пирӗн республикӑра ял хуҫалӑх культурисем 580 пин гектар йышӑнмалла. Пӗлтӗрхипе танлаштарсан, ака-суха лаптӑкне кӑштах, процент ҫине куҫарса хакласан 1,1 процент, ӳстерме йышӑннӑ. Маларах асӑннӑ 580 пин гектартан 320-шӗ ҫуртрисем йышӑнӗҫ. Ҫак тата ытти цифрӑна республикӑн ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев муниципалитет пуҫлӑхӗсемпе ирттернӗ канашлура асӑнса хӑварнӑ.
Ял хуҫалӑх министрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра пысӑк тупӑшлӑ культурӑсен лаптӑкне ӳстерес шухӑшлӑ. Хресчен тупӑшӗ ҫутҫанталӑк кӑмӑлӗнчен те килет те, типӗ те шӑрӑх ҫанталӑка парӑнман сортсене те туса илесшӗн. Выльӑх-чӗрлӗх отрасльне илсен, белок енчен пуян тата тутлӑхлӑ апат хатӗрлессине те мала хурасшӑн.
Чӑваш Енри ялсем валли федераци хыснинчен кӑҫал 110,25 миллион тенкӗ килӗ. Ял территорисене ҫирӗппӗн аталантарма текен ятарлӑ программӑпа пӗтӗмпе ҫӗршыв хыснинчен 7,2 миллиард тенкӗ уйӑрмалла. Асӑннӑ хисепрен пӗр пайӗ пирӗн тӑрӑха та лекессине палӑртрӑмӑр ӗнтӗ.
Мускавран регионсене каякан «кӗмӗле» ӑҫта мӗн чухлӗ ӑсатассине те палӑртса хунӑ. 3,7 миллиарчӗ ялта пурӑнакансен, ҫав шутра ҫамрӑк специалистсемпе ҫамрӑк ҫемьесене, ҫурт-йӗр условине лайӑхлатма кайӗ. Чӑваш Енре ҫак тӗллевпе 76,07 миллион уйӑрӗҫ.
Федераци хыснинчен килекен тупра Каҫал тӑрӑхӗнчи Чӑваш Элпуҫ ялӗнче тума пуҫланӑ вӑтам шкула хӑпартма та чухах пулӗ — ун валли 12,04 миллион тенкӗ лекӗ.
Фельдшерпа акушер пункчӗсене малашне те тумалла. Кӑҫал ун валли 3,04 миллион тенкӗ тивӗҫӗ. Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртамра «Халӑхсен туслӑхӗ» парка тума валли 0,68 миллион тенкӗ ӑсатмалла.
Ял хуҫалӑх продукцине ытти кун та сутӗҫ-ха. Эпир маларах пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ, пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнчен тытӑнса республикӑн тӗп хулинче, Шупашкарта «Вырӑнта тавар туса илекенӗн кунӗ – 2016» ярмӑрккӑ ӗҫлеме тытӑннӑ. Ун пек черетлӗ суту-илӳ пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче «Шупашкар» суту-илӳ центрӗ умӗнчи лапамра иртӗ.
Кӑҫал пуҫласа ирттернӗ ярмӑрккӑна Ҫӗрпӳ районӗнчисем хастар хутшӑннӑ. Сӑмахран, «Ҫӗрпӳ беконӗ», «Чӑваш бройлерӗ», «Колос», Н.Ф. Львовӑн хушма хуҫалӑхӗ, Ҫӗрпӳри «Чӑвашҫӑкӑрпродукчӗ» предприятин Ҫӗрпӳри филиалӗ, И.Э. Тимофеева уйрӑм усламҫӑ тата ыттисем хула ҫыннисене хӑйсен апат-ҫимӗҫне сӗннӗ.
Вырӑнта тавар туса илекенсен ярмӑрккин кунӗнче сутакан апат-ҫимӗҫ лавккаринчен йӳнӗрех, мӗншӗн тесен продукцине ӑна туса илекенсем хӑйсем тӳрремӗнех сутаҫҫӗ.
Шупашкарта пахча ҫимӗҫе, аш-какая, сӗте йӳнӗ хакпа туянма пулать. Тӗп хулара ял хуҫалӑх продукцийӗн ярмӑркки ӗҫлеме пуҫлӗ. Унта шӑматкунсерен ҫитме пулать.
Пӗрремӗш ярмӑрккӑ ыран, пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, иртӗ. Вӑл «Шупашкар» суту-илӳ комплексӗ ҫывӑхӗнче пулӗ. Унта Ҫӗрпӳ районӗнчи продукцие илсе килӗҫ. Сутӑҫсене суту-илӳ вырӑнӗсене тӳлевсӗрех парӗҫ.
Ярмӑрккӑна ҫӗрпӳсем пахча ҫимӗҫ, ҫӑкӑр, кӑлпасси таврашӗ, аш-какай илсе килӗҫ. «Шупашкар» умӗнчи лапама кайран республикӑри тӗрлӗ районтан сутма килӗҫ. Кашни шӑматкун унта пӗр район суту-илӳ тӑвӗ. Хальлӗхе Шупашкар, Ҫӗрпӳ, Етӗрне, Комсомольски, Муркаш районӗсем продукци сутма кӑмӑл тунӑ. Ярмӑрккӑ ака уйӑхӗччен ӗҫлӗ.
Паян Шупашкарта регионсен хушшинчи «Ҫӗрулми – 2016» курав уҫӑлнӑ. Пухӑннисене саламлама республика шайӗнчи тӳре-шара, регион ертӳҫинчен пуҫласах, пырса ҫитнӗ. «Иккӗмӗш ҫӑкӑр» пирки йӑлт пӗлекен специалистсем те хутшӑннӑ унта. Сӑмахран, Лорх ячӗллӗ ҫӗрулми хуҫалӑхӗн пӗтӗм Раҫҫейри ӑслӑлӑхпа тӗпчев институчӗн директорӗ Сергей Жевора та хутшӑннӑ.
Республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев ҫӗрулми лартса ҫитӗнтерекенсене лайӑх ӗҫленӗшӗн тав тунӑ. «Ӑслӑлӑхсӑр малалла ӑнтӑлма хӗн. Паянхи пурнӑҫ таппинче ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ сортсем вӑй илсе пыраҫҫӗ. Туянакансем тавар пахалӑхне кура ҫимӗҫе илеҫҫӗ. Пирӗн паянхи тӗллев — ҫулталӑкра 1–1,5 млн тонна ҫӗрулми пуҫтарса илесси», — тенӗ Михаил Игнатьев.
Кӑҫалхи курава Раҫҫейри 22 регионтан килсе ҫитнӗ.
Ҫӗрулми вӑрлӑхне туянас текенсене валли куравра ятарлӑ вырӑн хатӗрленӗ, вӑл пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнчен 4-мӗшӗ таран ӗҫлӗ. Енчен те халӑх йышлӑн ҫӳресен, курава тепӗр куна та тӑсма пултарӗҫ.
Вӑрмар районӗнчи Текеш ялӗнче пурӑнакансем сӗт хакланнишӗн хавасланаҫҫӗ. Маларах унта ял халӑхӗнчен литрне 16 тенкӗпе туяннӑ, халӗ ку унчченхи эрнеринчен 1 тенкӗ пысӑкрах.
Сӑмах май каласан, сӗт хакне нарӑсӑн 21-мӗшӗ хыҫҫӑн пухнишӗн те ҫӗнӗрен шутласа парса хаклӑрахпа тӳлӗҫ.
Хӗрлӗҫыр тата Ҫӗнӗ Вӗренер ялӗсенче сӗт хакне нарӑсӑн 25-мӗшӗнчен хаклӑрахпа шутласа пама шантарнӑ.
Сӗт хакӗ чи пысӑкки 2014 ҫӳлта пулнӑ теҫҫӗ вырӑнтиcем. Ун чухне литрне 24 тенкӗпе туяннӑ.
Сӗте халӗ Текеш тӑрӑхӗнче Тӑвайӗнчи тата Канашри сӗт савучӗсем туянаҫҫӗ. Укҫана вӑхӑтра тӳленине пӗлтереҫҫӗ — кашни вунӑ кунта пӗрре татӑлаҫҫӗ. Сӗт пухма халӗ кун урлӑ килеҫҫӗ. Сӗт пуҫтаракан урапа Текеше ирхи тӑватӑ сехетех ҫитет.
Вӑрнарти типӗтнӗ сӗт савучӗ панкурта тухас хӑрушлӑх пур-мӗн. Типӗтнӗ сӗт савутӗнчи кӑткӑслӑх пирки нарӑс уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнче социаллӑ пурнӑҫпа экономика лару-тӑрӑвне Михаил Игнатьев Элтепер хутшӑннипе сӳтсе явнӑ чух хускатнӑ.
200 миллион тенкӗ ытла укҫа-тенкӗ ӗҫлесе илнӗ, 2 миллиона яхӑн тупӑш курнӑ вӑхӑтра савут налукпа кӑна 19 миллион тенкӗ ытла парӑма кӗрсе кайнӑ. Арбитраж сучӗ халӗ обществӑна панкрута кӑларас тесе пуҫарнӑ ӗҫе пӑхса тухать.
Савута халӗ унччен унта тӗп инженерта тимленӗ Леонид Семенов пуҫлӑх пулса ертсе пырать. Савутӑн мӗнпур капиталӗ Леонид Семеновӑн тӑванӗ ҫинче шутланса тӑрать. Унчченхи директор Федор Волков тӗлӗшпе пӗлтӗрхи кӗркунне пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл суя налук декларацийӗ тӑратнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ-мӗн.
Чӑваш Енри районсенче, шел те, юхӑнакан ферма нумай. Вӗсем кашни утӑмрах тӗл пулаҫҫӗ. Хӑй вӑхӑтӗнче ҫак фермӑсем кӗрлесе тӑнӑ, унта ӗҫ вӗренӗ. Халӗ мӗн юлнӑ вӗсенчен? Ишӗлчӗк кӑна. Тӳнсе каясла лараканскерсем ҫын пурнӑҫӗшӗн те хӑрушӑ. Ара, ачасем унашкал вырӑнсенче выляма юратаҫҫӗ-ҫке-ха. Ӑнсӑртран йӑтӑнса анас пулсан? Кунашкал тӗслӗхсем Раҫҫейре пулнӑ.
Паллах, ҫӗтӗк-ҫатӑк фермӑсем тавралӑха илемсӗрлетеҫҫӗ. Тепӗр тесен, вӗсене сӳтсе пӑрахни лайӑхрах. Анчах ҫакна кам тӑвӗ? Ыйтӑвӑн хуравӗ ҫук. Ӗҫчен ҫын ӳркенмест тени тӗрӗсех. Юлхав ҫеҫ диван ҫинче выртас тесе тӗрлӗ сӑлтав шыраса тупать. Тепӗр тесен, юхӑнчӑк фермӑсемпе усӑ курма пулать. Вӗсене кӑшт ҫеҫ юсамалла. Тара параҫҫӗ — тархасшӑн, ан ӳркен ҫеҫ. Ҫак сӑмахсене ҫырна май ырӑ пӗр тӗслӗх аса килчӗ. Элӗк районӗнчи Ишпарайккӑ ялӗнчи юхӑннӑ фермӑна ҫӗнӗрен хута янӑ. Темиҫе ҫул тӑлӑххӑн ларнӑскере пӗр ҫын тара илнӗ – йӗркеллех ӗҫлет. Ҫав ҫын — Дагестанран килнӗскер. Арӑмӗ Архангельск облаҫӗнче пурӑнать. Унта вӗсем выльӑх-чӗрлӗх усраҫҫӗ. 7 ӗне сӑваҫҫӗ. Ҫак арҫын пӗр уйӑх — Чӑваш Енре, теприне Архангельск облаҫӗнче пурӑнать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.08.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Крылов Алексей Николаевич, асаилӳсем ҫырса палӑрнӑ ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
| Ырсем Ольга Ивановна, чӑваш халӑх артисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |